Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Орешников Виталий Константинович

Орешников Виталий Константинович (1945-2008) — Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ, «Шупашкарти троллейбус управленийӗ» муниципиаллӑ унитарлӑ предприяти директорӗ.

Пурнӑҫӗ

1945 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗнче Етӗрне районне кӗрекен Мӑн Пакӑшра ҫуралнӑ.
1973-1977 ҫулсенче ВЛКСМӑн Шупашкарти хула комитечӗн секретарӗ, пӗрремӗш секретарӗ вырӑна йышӑннӑ, Шупашкарти трактор тӑвакан савута тунӑ ӗҫе хастаррӑн хутшӑннӑ. Шупашкарти ГК ССКПӗн промышленность пайӗн инструкторӗ пулнӑ май вӑл хулари чылай промышлеллӗ проедприятине ура ҫите тӑма, аталанма пулӑшнӑ. Хулари электротранспорт хуҫалӑха аталантарассишӗн хунӑ вӑйне нимӗнле виҫепе те виҫме ҫук. 1986 ҫултанпа вӑл унта директор вырӑнне йышӑннӑ. Виталий Константинович вӑй хунӑ тапхӑрта предприяти Раҫҫей шайӗнче чи шанчӑклӑ, чи хӑтлӑ, чи хӑрушсӑр, ыттисемпе танлаштарсан кунӗн-ҫӗрӗн ним сиктерми ҫӳрекен шутне кӗнӗ. Предприяти шайӗ пысӑккине Раҫҫейре темиҫе хут те ҫирӗплетнӗ.
2008 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗнче вӑхӑтсӑр ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.

Хисепӗсем

Нумай ҫул Шупашкарти электротранспорта аталантарнишӗн, пӗтӗм вӑйне хурса ӗсленишӗн 1994 ҫулта ӑна «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ транспорт ӗҫченӗ» ята панӑ. Унсӑр пуҫне ӑна ЧАССР Аслӑ Канаш Президиумӗн Чаплӑ грамотипе, Чӑваш Респуьликин Чаплӑ грамотипе, кӑкӑр умне ҫакмалли «Раҫҫей Федерацийӗн хулаэлектротранспортӑн чаплӑ ӗҫченӗ» паллӑпа чысланӑ. 1999 ҫулта Орешников Виталий Константиновича «Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ» ята панӑ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-11-10 19:29:04 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7766 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем